Октябрĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Енре, çавăн пекех Комсомольски районĕнче те, черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унăн темисем — Чăваш Ен Пуçлăхĕн «Чăваш Республикинче çурт-йĕр строительствине аталантармалли хушма мерăсем çинчен» Указне сÿтсе явасси, Россия Президенчĕн Владимир Путинăн 2012 çулхи 596-606 номерлĕ Указĕсене пурнăçлас енĕпе ĕç тăвакан тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умĕнче тăракан задачăсем, çамрăк çемьесене çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама патшалăх енчен пулăшасси тата республикăра тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ çинчен. Палăртнă темăсемпе пĕрлех район пурнăçне пырса тивекен ытти ыйтусене те айккинче хăварман.
Пирĕн района Пĕрлехи информкуна ирттерме Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина ертсе пыракан ушкăн çитрĕ. Малтанах Шупашкартан килнĕ хăнасемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев тĕл пулчĕ. Михаил Романович Пĕрлехи информаци кунĕн йĕркине кĕртнĕ кашни ыйтупа Комсомольски районĕнчи лару-тăру çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.
Ун хыççăн район администрацийĕн яваплă специалисчĕсемпе хăнасем темиçе ушкăна пайланса ял поселенийĕсене çул тытрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Михаил Афанасьевпа Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина Тукай ял поселенийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕнче çĕр улми суйланă çĕрте ĕçлекенсемпе тĕл пулса Пĕрлехи информаци кунĕн темипе калаçнă. Ял çыннисене уйрăмах Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Çемьере виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралсан уйăхсерен паракан тÿлев» Указĕ кăсăклантарнă. Унпа килĕшÿллĕн, çемьери кашни çын пуçне тухакан тупăш Чăваш Республикинчи виçерен пĕчĕкрех пулсан, ачасене уйăхсерен пурăнма кирлĕ чухлĕ тÿлев палăртаççĕ. Светлана Александровна çамрăк çемьесене çурт-йĕр ыйтăвне татса пама патшалăх енчен пулăшассин механизмне ăнлантарса панă. Çавна май вăл асăннă ыйту Чăваш Республикинчи влаç органĕсем умĕнче тăракан тĕп задачăсенчен пĕри пулнине палăртнă.
Комсомольски район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Евгений Чернов тата Федераллă финанспа бюджет службин Чăваш Республикинчи территори управленийĕн руководителĕ Нина Константинова Элпуç ял поселенине çитсе курчĕç. Унта Хирти Явăш тĕп шкулĕнче учительсемпе, вĕрентекенсемпе куçа-куçăн тĕл пулчĕç. Элпуç поселенийĕн информаципе культура центрĕн, библиотекин, «Йăвача» ача сачĕн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕç. Района «кăвак çулăм» тахçанах çитнĕ, унпа уйрăм çуртсенче çеç мар, культура учрежденийĕсем те чылайранпа усă кураççĕ пулин те, Элпуçĕнчи культура вучахĕнче çут çанталăк газĕ халĕ те ялкăшмасть. Икĕ çул каялла хутса ăшăтмалли системăна тума пуçланăччĕ кунта, анчах ĕçе вĕçне çитереймен. Культура министерстви укçа-тенкĕ уйăрманни çине йăвантараççĕ. Вырăнта пуçаруллăрах пулмасан «çÿлтисем» пулăшасса кĕтме çук çав.
Пĕрлехи информаци кунĕн пĕтĕмлетĕвĕ район администрацийĕнче пулчĕ. Вăл тухăç-лă тата усăллă иртнине палăртрĕç информушкăн членĕсем.