"Каçал Ен" |
К.Никифорова. |
Эпĕ Хирти Мăрат ялĕнче пурăнатăп, Çĕнĕ касра. Пирĕн урамри çуртсем пысăк, капмар, хăтлă, çĕнĕ, пĕринчен тепри хитререх. Ку урамра пурăнакансем пĕрин хыççăн тепри çĕнĕ пÿрт кĕрекине ял-йыша йыхăраççĕ. Кĕр мăнтăрĕпе пирĕн аттепе анне те çĕнĕ пÿрте хăнасене пуçтарма шутларĕç. Çав ятпа пăру, така, хурсене пусрăмăр, ратне-хурăнташа, тăван-пĕтене, кÿршĕ-арша, пĕлĕш-тантăша, тус-тăвана çĕнĕ çурт-йĕр лартнине уявлама йыхрав ятăмăр. Атте кил-çуртра туса пĕтермен ĕçсемпе кăштăртатрĕ, асанне тусан сăтăркаларĕ, эпир вара аннепе иксĕмĕр хуйха ÿкрĕмĕр. Пирĕн хуйхă — сĕтел çи пуçтарасси, хăнасем валли тутлă апат хатĕрлесси. Анне шкул библиотекинче ĕçленĕ май, унта мĕнле кĕнекесем пурри-çуккине веçех пĕлсе тăратăп та аннене: «Библиотекăра «Чăваш апат-çимĕçĕ» ятлă кĕнеке пурччĕ, çавăнпа усă курсан аванччĕ те...» — тетĕп. Анне савăнсах кайрĕ, ара, сĕтел çинче чăваш апат-çимĕçĕсĕр мĕнле-ха? Кĕнекене киле илсе килтĕмĕр. Мĕн чул апат-çимĕç рецепчĕ кунта;! Тĕрĕссипе каласан, пире мĕн кирли йăлтах пур! Эпир праçник валли меню тăвас терĕмĕр. Асанне çĕнĕ хăмларан, çĕнĕ тулăран çĕнĕ сăра туса пама килĕшрĕ. Шăрттанне ĕнтĕ эпир пĕрремĕш хут пĕçерместпĕр-ха. Кĕнекери рецептпа ку апата хатĕрлеме мана тата кăсăклăрах пулчĕ. Эпĕ хама аслă шеф-повар пекех туйрăм. Аннене кăна капла тумалла, çапла тумалла тесе вĕрентсе пытăм — веçех кĕнекере çырнă пек турăмăр. Пÿрте шăрттан шăрши сарăлчĕ. Макçăм шăллăм пирĕн тавра явкаланса çÿрет, шăрттан пиçессе кĕтет. «Шăрттан çимелли кун çитмен-ха, шăллăм, ан чăрмантарса çÿре!»— тетĕп эпĕ ăна. Макçăм та пулăшать пире: суханне шуратать, тĕп сакайне анать, выльăхсемпе тăрмашать. Шăрттан хатĕр! Тути мĕнлерех-ши? Çынсен кăмăлне кайĕ-ши?.. Малалла шутлатпăр аннепе: мĕн яшки лартмалла хăнасем умне; Каллех кĕнеке пулăшрĕ: шÿрпе пĕçеретпĕр! Аш-пăш çителĕклĕ, мĕн кирли пурте пур! Кĕнекере тăватă тĕрлĕ шÿрпе рецепчĕ сĕннĕ. Эпир пĕрремĕшнех кăмăлларăмăр. Кукăль таврашне, хуплуне те çак кĕнеке тăрăхах пĕçерсе пăхас терĕмĕр. Вĕсемпе вара ыран хăнасем килеç тенĕ чухне, çĕрĕпех тăрмашрăмăр. Питĕ пулăшрĕ пире çак кĕнеке. «Ку кĕнекене укçана шеллемесĕрех лавккаран туянар пуль, хĕрĕм»,— терĕ анне. Акă кĕтнĕ кун çитрĕ. Кĕрекере — уяв сĕтелĕ. Вăл, туп-тулли пулнипе-и, йăтăнса анассăн туйăнать. Хăнасем каланă вăхăта пурте пуçтарăнчĕç. Пÿрт тулсах кайрĕ. Асанне ĕлĕкхи йăлапа пуçламан çавра çăкăр тытрĕ, ун çине пĕчĕк савăтпа тăварне лартнă. Çăкăра аттепе аннене пуçлаттарчĕ: «Никĕсĕ çирĕп пултăр, пурнăç перекетне тыттăр»,— тесе пиллерĕ. Зоя аппапа йысна аннепе аттене хур пăстарчĕç. «Тĕрĕс-тĕкелĕн пурăнмалла пултăр»,— тесе пиллерĕç. Эпĕ малтан хур пусаççĕ тесе ăнланнă. Вĕсем иккен, хур пĕçерсе килнĕ те çавна вакларĕç, пурне те татăк кăларчĕç. Аннепе атте ял-йыша, тус-тăвана, кÿршĕ-арша тав турĕ. «Тав сире, ял-йыш, пире çак çурта хăпартма пулăшнăшăн. Тав сире, пурне те пирĕн йыхрава хисеп тунăшăн. Тав сире, пире ÿстернĕ атте-анне. Чыс та хисеп, тайма пуç»,— тесе сăйларĕç вĕсем хăнасене. Акă сăра чĕресне уçма вăхăт çитрĕ. «Сирĕн ятпа сăра вĕретрĕм. Тав сире, ырă çынсем!»— асанне, сăрипе мухтанкаласа, килнĕ çынсене ĕçтерсе çÿрерĕ. Мана уйрăмах ял-йыш, кÿршĕ-аршă каланă ăшă сăмахсем килĕшрĕç, вĕсем халĕ те асрах: «Çак кăпăклă сăра пек сирĕн пурнăçăр чашкăрса вĕретĕр, ăраскалăр тулли пултăр!..» Вĕри апат лартма вăхăт çитрĕ. Шÿрпе вăхăтра пиçнĕ! Пурне те килĕшнĕ пирĕн апат. Ара вăл тутлă пиçтĕр тесе эпĕ чуна памарăм-и-ха; Кун хыççăн ĕнтĕ хăнасем ытти çимĕçсене те тутанса пăхрĕç. Сĕтел хатĕрлекенсене ырларĕç, тав турĕç. Эпĕ хам савăнăçа пытарма пултараймарăм, йăл-йăл çеç çиçсе çÿрерĕм. Акă ĕнтĕ хăнасем кĕреке юрри юрлама пуçларĕç, унтан чăваш ташшине тухрĕç, саккăрла çаптарчĕç. Уйрăмах мана аттепе анне ташлани килĕшрĕ. Ытла та хитре ташлаççĕ-çке вĕсем чăваш ташшине, пăхса ытармалла мар. Питĕ лайăх иртсе кайрĕ уяв, пурте савăнчĕç, юрларĕç, ташларĕç, килĕсене тулли кăмăлпа саланчĕç. Эпир аннепе пурне те кучченеç парса яма тăрăшрăмăр: кукăльсем, хуплу, пÿремеч... Пирĕн çимĕçсем пурин кăмăлне те кайнă: шăллăм уйрăмах шăрттана килĕштернĕ пулмалла, çинĕ чухне чĕлхене çăтса яраттăмччĕ, тет. Асаннене вара хуплу килĕшнĕ, мухтарĕ çеç пире аннепе иксĕмĕре. Çавăн пек ирттерсе ятăмăр та çĕнĕ пÿрт уявне. Çакăнта пире «Чăваш апат-çимĕçĕ» кĕнеке пулăшрĕ. Вăл маншăн ăслă та çывăх тус вырăннех пулса юлчĕ. Тавах Чăваш кĕнеке издательствине çакăн пек паха кĕнеке кăларнăшăн, пирĕн уява лайăх ирттерсе яма пулăшнăшăн!
|
|