Старта çĕр ытла çын тăчĕ

"Каçал Ен"
 
М.Илларионова.

Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Комсомольски ял поселенийĕн ĕçченĕсем вăрман хĕрринче «Наци кросĕ — 2012» ăмăрту йĕркелерĕç. Старта çĕр ытла çын тăчĕ.

Чи малтанах физкультурăпа спорта юратакансене, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Ун хыççăн Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ Петр Силивестров сăмах каларĕ.

Вырăнти Наци кросĕн тĕп судйийĕ Евгений Тихонов пирвай пиллĕкмĕш-улттăмĕшсене старт пачĕ. 500 метрлă дистанцие арçын ачасенчен Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакансем — Рома Мамуткин (пĕрремĕш), Стас Гордеев (иккĕмĕш), Антон Григорьев (виççĕмĕш) чупса тухрĕç. Хĕр ачасенчен те çак шкулта вĕренекенсем палăрчĕç, Наталья Николаева, Мая Смирнова, Настя Горбунова малтисем пулчĕç.

7—8-мĕш классенче пĕлÿ пухакансенчен пĕрремĕш вырăнсене Артем Филиппов, Гелия Тазетдинова (иккĕшĕ те — Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) тухрĕç. Арçын ачасенчен иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем Артем Мамуткинпа Александр Соловьев (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) пулчĕç. Хĕр ачасенчен финиша Ирина Тимофеева (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) — иккĕмĕш, Валерия Галкина (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) виççĕмĕш чупса çитрĕç.

Аслăрах классенче вĕренекен арçын ачасенчен 1000 метрлă дистанцире Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан Семен Сорокин, Айнур Муллин тата Дима Малышев чи ăстисем пулчĕç.

Кĕçĕн классенче вĕренекенсенчен Карина Игонинăпа Рузелия Валетова (иккĕшĕ те Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Игорь Трофимов (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) чи маттуррисен ячĕсене çĕнсе илчĕç.

Хĕрарăмсем 500 метра чупса вăйĕсене виçрĕç. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕрентекен Светлана Краснова — пĕрремĕш, Екатерина Жукова (районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр) — иккĕмĕш, Наталья Макаренкова (район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ) виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Ар çынсенчен Андрей Иванов (район администрацийĕ), Владимир Гордеев тата Стас Шкаблев (иккĕшĕ те Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) малтисем пулчĕç.

Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен, районти организацисен, предприятисен ертÿçисен тупăшăвĕ те хĕрÿ иртрĕ. Ольга Андреева (Тукай) — пĕрремĕш, Любовь Полякова (Александровка) — иккĕмĕш, Лариса Антонова (район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ) виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

Ача садне çÿрекенсем те старта тăчĕç юлашкинчен. Вĕсенчен Карина Розовăна (Хирти Явăш), Комсомольскинчи «Пучах» ача садне çÿрекен Бронислав Митюковпа Назир Шакурова, аслă ÿсĕмре Василий Пундякова палăртрĕç, Хисеп хучĕсем пачĕç.

Финиша пĕрремĕш чупса çитнисене Хисеп грамотисемпе, ятарлă парнесемпе наградăларĕç.

 


АУ Чувашской Республики "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» Минкультуры Чувашии