Давыдовсен черетлĕ çĕнтерĕвĕ

Кăçалхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче ветерансем хушшинче Шупашкар хулин çăмăл атлетика енĕпе уçă чемпионачĕ иртрĕ. Çак ăмăртусене пирĕн район спортсменĕсем те хутшăнса лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Хирти Явăш тĕп шкулĕн учителĕ А.К.Давыдов 200 метр чупса пĕрремĕш, 400 метрта иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕ.

Унăн мăшăрĕ Галина Ивановна та 100, 200 метрлă дистанцисенче çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçрĕ. Командăри А.Самаркин 1500 метра чупса, А.Горбунов хăвăрт утассипе иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Ăмăрту кăтартăвĕсем тăрăх Давыдовсен çемйи республикăн пĕрлештернĕ командине кĕме тивĕç пулчĕ.

Иртнĕ канмалли кунсенче Шупашкар хулинче ветерансем хушшинче çăмăл атлетика енĕпе çуллахи (лично-командный) Раççей чемпионачĕ пулчĕ. Çак турнир хĕрỹ кĕрешỹре иртнине унăн йышĕ те çирĕплетсе парать. Ăмăртусене Раççейри 54 регионтан 550 ытла спортсмен пуçтарăннă. Пирĕн ентешсем те çĕршывăн çак турнирĕнчен лайăх кăтартусемпе таврăннă. Вунă енлĕ ăмăртса А.К.Давыдов иккĕмĕш вырăн йышăннă. Унăн мăшăрĕ Галина Ивановна 100 тата 200 метрлă дистанцисенче 3-мĕш вырăна тухнă. Пысăк çитĕнỹпе саламласа Давыдовсен çемйине тав сăмахĕ калас килет. Çак çемье пирки сăмах хускатсан, чăн-чăн спорта парăннă çынсем тесе калама пулать. Чăннипех те мухтанатпăр вĕсемпе, малашне те ăнăçу сунатпăр.

В.ГАВРИЛОВ

Источник: "Каçал Ен"