Çĕнĕ шкул çĕкленет

Элпуç ял тăрăхĕнче çĕкленекен 165 вырăнлă шкулта строительство ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Унсăр пуçне шкул çумĕнче тата 40 вырăнлă ача сачĕ те пулĕ. Паянхи куна чылай ĕçе вĕçленĕ, шкул территорине тирпей-илем кỹрес тата стенасене якатса сăрлас, урайсене сарас ĕçсем малалла пыраççĕ, вентиляципе монтаж системисене туса пĕтермелле.

Источник: "Каçал Ен"