Волейбол турнирĕ

Иртнĕ кунсенче районти вĕренỹ ĕçченĕсен профсоюз комитечĕ Хирти Явăшри тĕп шкулта хĕрарăм ушкăнĕсен хушшинче волейбол ăмăртăвĕ йĕркелерĕ. Пурте питĕ маттур та хастар тупăшрĕç. Пĕрремĕш вырăна Нĕркеç вăтам шкулĕн ушкăнĕ çĕнсе илме пултарчĕ. 2-мĕш вырăна Тăманлă Выçли, 3-мĕшне районти вĕренỹ пайĕн командисем тухрĕç. Хĕрарăм-учительсем хăйсен вăйă ăсталăхне çулран-çул туптаса, ỹстерсех пыраççĕ.

Л.ПЕТРОВА