Çурхи кану кунĕсенче Хирти Явăш тĕп шкулĕн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем Шуршăл ялĕнчи А.Г.Николаев музейне çитсе курчĕç. Çак музейри тĕрлĕ экспонатсемпе космос тата вĕрентỹ хатĕрĕсем ачасене тĕлĕнтерчĕç. Экскурсовод каласа панине ачасем питĕ тимлĕ итлерĕç. Вăл пĕчĕккисене кăсăклантаракан ыйтусем çине те хурав тупма пултарчĕ.
Вĕренекенсем музее кайса курнăшăн питĕ хĕпĕртенĕ, тав сăмахĕсем каларĕç. Унта кайса курни ачасемшĕн усăллă пулчĕ, вĕсен тавракурăмне аталантарма та пулăшрĕ тесе шутлатăп.