Регион шайĕнчи уçă уроксен фестивалĕ

фото

Нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче Хирти Явăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта Комсомольски тата Патăрьел  районĕнче чăваш чĕлхипе литературине тата тăван ен культурине вĕрентекенсен регион шайĕнчи фестивалĕ иртрĕ.Каçалпа Патăрьел тăрăхĕнчен тата Тутар республикинчен килсе çитнĕ хăнасене Хирти Явăш вĕренекенĕсем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.

   Фестивале районти методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Индюкова С.Г. уçрĕ, уяв ячĕпе ăшшăн  саламларĕ.          Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Никифорова Л.И. уяв йĕркипе паллаштарчĕ, фестивале хутшăнакансене ăнăçу сунчĕ. Тăван ен культурине вĕрентекенĕ Асейнова Г.Г. çĕнĕ шкулпа хаваспах паллаштарчĕ. Капмар та илемлĕ шкул пурин кăмăлне те кайрĕ.

   Фестивале уçнă хыççăн хĕрÿ самант пуçланчĕ. Вĕрентекенсем чăваш чĕлхи тата литература, тăван ен культури  урокĕсем, класс тулашĕнчи ĕçсем тата ăсталăх класĕсем  кăтартрĕç. Ыркăмăллăх, чыс-хисеп, çынри илем, çăкăр-тăвар, атте-анне темăсемпе çыхăннă уроксем питĕ хăйне евĕрлĕ иртрĕç, вĕрентекенсем тухăçлă мелсемпе тата меслетсемпе усă курни палăрчĕ. Кунта вăйă-урок та, пĕрлештернĕ урок та, бинар урокĕ те пулчĕ. Уроксем вĕçленнĕ хыççăн „Лэпбук вăрттăнлăхĕ”, „Даймонд çырса пăхар-и?” тата „Асамлă хуплашка” ăсталăх класĕсем иртрĕç, пуриншĕн те кăсăклă пулчĕç.  Фестивале хутшăннă вĕрентекенсене методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Атласкина С.П.грамотăсем  парса хавхалантарчĕ.

 

   Уява пĕтĕмлетсе Хирти Явăш шкулĕн вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем тăван чĕлхене халалланă уяв концертне кăтартса  хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.Сăвă-юрă, ташă-çемĕ  пурне те тыткăнларĕ.

   Фестиваль ăнăçлă иртрĕ.Курма килнисем те, хутшăнакансем те кăмăллă юлчĕç.Çакăн пек фестивальсем кирлине, пĕр-пĕринчен вĕренсе пыни питĕ аван пулнине палăртса хăварчĕç.Апла пулсан тăван чĕлхемĕрĕн малашнехи кун-çулĕ вăрăм пуласса шансах тăратпăр.

фото  фото  фото  фото  фото  фото  фото  фото