„Шкул пики-2019” конкурс

    фото

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Хирти Явăшри тĕп шкулта чăваш чĕлхи кунне халалласа „Шкул пики-2019” конкурс иртрĕ. Конкурс тĕллевĕсем - хĕрачасем хушшинче чи пултаруллисене тупса палăртасси, ачасен тавра курăмĕпе çыхăнуллă пуплевне аталантарасси, куракансем умĕнче хăйсене ирĕклĕ тытма хăнăхтарасси.

    1-мĕш конкурс «Паллашар-и?» пулчĕ. Хĕрачасем хăйсемпе, хăйсен шухăш-кăмăлĕсемпе, ĕмĕчĕсемпе, пушă вăхăтри ĕçĕ-хĕлĕпе, шкулти çитĕнĕвĕсемпе паллаштарасса куракансем чăтăмсăррăн кĕтрĕç.

   Кашни çыннăн кун-çулĕнче хăйĕн Вĕрентекенĕ пур. Вăл ăна пĕлÿ тĕнчипе паллаштарнипе пĕрлех, пурнăçа та вĕрентет.Вĕрентекенсемшĕн вăхăтне те, вăй –халне те, чун-чĕре ăшшине те шеллемест. Çакă вара, чăн-чăн учитель-Вĕрентекен сăнарĕ пулса тăрать. Пирĕншĕн вăл – И.Я.Яковлев. Хăйĕн чун хăвачĕпе, çынлăха ăнланнипе пĕтĕçтерсе тăрса, чăваша мăнаçлантарса яраканни.Хамăрăн йăх тымарне упрама кирли çинчен йыхравлаканни. 2-мĕш конкурс „Хăшĕ тавçăруллăрах?”.Черетлĕ конкурсра  пикесем ыйтусем çине тĕрĕс те уçăмлă хуравларĕç, хăйсен тавçăрулăхĕпе палăрчĕç.

   3-мĕш конкурс «Пултарулăх саманчĕ”» ятлă пулчĕ. „Вăйăсенче ун сасси кайăк сасси евĕрлĕ”-, тесе çырать К.В.Иванов Нарспи çинчен.Чăнах та, юрă-чун уççи.Юрă юрласан, ташă ташласан хуйхă та икĕ хут пĕчĕкленет, савăнăç та икĕ хут пысăкланать теççĕ халăхра.Маттур та пултаруллă пикесем куракансене сăвă-юрăпа та, ташăпа та савăнтарчĕç.

   «Ĕç çынна илем кÿрет», - теççĕ ваттисем. 4-мĕш конкурс «Манăн юратнă ĕç» пулчĕ.Пикесем çыхма та, çĕлеме те, тĕрĕ тĕрлеме те ăста пулнипе чăннипех те тĕлĕнтерчĕç.

   5-мĕш конкурс «Чăвашсен техĕмлĕ апачĕ» пулчĕ.Кашни çыннăн апат-çимĕç пĕçерме хăйĕн вăрттăнлăхĕ пур.Пикесем  çакна та уçса пама кăмăл турĕç.Хĕрачасем хăйсем хатĕрленĕ апат-çимĕçĕпе паллаштарчĕç.

    Виолетта Д. „Чи илемлĕ пике”,  Ксения П. „Чи сăпайлă пике”,  Валерия И. „Чи илĕртÿллĕ пике”,  Регина Р. „Чи хÿхĕм пике",  Регина С. „Чи тараватлă пике” номинацисенче çĕнтерÿçĕ ята илме тивĕçлĕ пулчĕç.Шкул пикисене грамота тата парне парса чысларĕç.

    „Шкул пики-2019” конкурса хутшăннă пикесене чун-чĕререн саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, телей, юрату , ĕçре, вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр.Пикесем яланах çурхи кун пек илемлĕ те хаваслă пулччăр, пурнăçăн анлă çулĕпе малашне те хастаррăн утчăр!Çак конкурс пурин кăмăлне те кайрĕ. Куракансемпе жюрисем чăннипех те хĕрачасене пăхса савăнса  киленсе ларчĕç.