Сентябрĕн 1-мĕшĕччен шутлă кунсем юлчĕç. Ашшĕ-амăшне кăсăклантаракан ыйтусем çине Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Сергей Яковлев хуравлать.— Сергей Петрович, сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пире мĕн кĕтет: классенчи уроксем-и е мĕн те пулсан урăххи-и?— Вĕренÿ тытăмĕшĕн Пĕлÿ кунĕ яланах уяв, кăçал та вăл çавăн пек пулмалла. Анчах та çак уяв çĕршыври чарусене тата Роспотребнадзор çирĕплетнĕ хушусене шута илсе иртмелле.— Уроксем мĕнле иртĕç? Роспотребнадзор хушăвĕсем питĕ çирĕп-çке.— Çапла, Роспотребнадзор требованийĕсене пăхăнса ĕçлемелле пулать. Шкулти ир ачасен ÿт температурине виçессипе пуçланĕ. Температура ÿснĕ вĕренекен шкулта пулсан кашни шкул хăй тĕллĕн йышăну тăвĕ. Ачасем аллисене дезинфекци тăвĕç, унтан тин классене кĕрĕç. Шкул ачисем классем тăрăх куçса çÿремĕç. Физкультура тата лаборатори ĕçĕсене пурнăçлама ятарлă оборудовани кирлĕ предметсем, чи малтанах — физика, хими, технологи урокĕсем вара хăйсен вырăнĕсенчех иртĕç. Пур пÿлĕмсенче те сывлăш рециркуляторĕсем пулĕç. Тăхтавсене, кăнтăрлахи апатланăва, тен, кашни класс валли тĕрлĕ вăхăтсенче йĕркелĕç. Шкулта массăллă мероприятисем, пухусем йĕркелемĕç.— Ашшĕ-амăшне Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсем пăшăрхантараççĕ…— Тĕрĕслев ĕçĕсен кăтартăвĕсем паллăсем çине витĕм кÿмĕç. Çак процедура пирĕн вĕренекенсен çителĕксĕр пĕлĕвне тупса палăртма, программăна ăша хывас текенсен мĕнле йывăрлăхсем пуррине пĕлме, шкул ачисем çителĕксĕр пĕлÿ илекен вĕренÿ заведенийĕсене малалла аталантарма пулăшĕ.— Хушма пĕлÿсемпе мĕн пулĕ?— Пирĕн республикăра ачасен 73 проценчĕ хушма пĕлÿ илет — 5 çултан вара çакна 80 процент таран çитерме тăрăшатпăр. Республика коронавирус йĕркисене çемçетес енĕпе иккĕмĕш тапхăрта тăрать. Çавăнпа та, занятисем дистанци формачĕпе иртĕç.— Чылай çĕрте вĕрентекенсем çитмеççĕ, пирĕн республикăра ĕçсем мĕнле пыраççĕ? — Учительсем çитмеççĕ. Телее, педагогика вузĕсене тытса пырассине Çутĕç министерствине пани кадрсене хатĕрлеме пулăшать. Эпир Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе абитуриентсене тĕллевлĕн пухас енĕпе пĕлтĕр 32 çынна йышăннă, виçĕ çултан вĕсем республика шкулĕсене кайĕç. Кăçал аслă вĕренÿ заведенийĕ 123 студента йышăнма хатĕр.Кăçал «Земство учителĕ» программа ĕçлеме пуçларĕ. Çавна май Çĕмĕрле тата Муркаш районĕсенчи шкулсене тăватă вĕрентекен килĕç. Тепĕр çул федераци министерстви пире квота ытларах уйăрса пама шантарчĕ. Çапла вара, вăхăт иртнĕçемĕн ялти шкулсенче учительсем çитмен ыйтăва татса пама май килĕ.Сăмах май, çĕнĕ вĕренÿ çулталăкĕнче федераци бюджетĕнчен класс ертÿçисене 5000 тенкĕ хушса тÿлĕç. Çав хушăрах учительсен муниципалитетри тата республикăри пулăшу формисем пурте упранса юлĕç.