АКЦИЕ ХУТШĂН!

АКЦИЕ ХУТШĂН!

Районта «Вĕренме кайма пулăш» акци пырать.Акцие çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче социаллă пулăшу кирлĕ çемьесене тупса палăртас, çавăн пекех вĕренмен çул çитмен ачасене вĕренÿ учрежденийĕсене вырнаçтарас тĕллевпе пуçарнă. Çак вăхăтра уйрăмах йывăрлăха лекнĕ çемьесене тимлĕх уйăраççĕ.Акцие районти кашни çын тÿпе хывма пултарать.Кăмăл тăвакансем шкул хатĕрĕсене, япаласене район администрацийĕн 52, 12, 9-мĕш пÿлĕмĕсене илсе килсе пама пултараççĕ.Ыйтса пĕлмелли телефон: 8/83539/ 5-10-02. Пурте пĕрле йывăр лару-тăрури çемьесене пулăшар!Т.СМИРНОВА.