Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă оратор ăсталăхĕн конкурсĕ иртрĕ. Конкурса муниципалитет тапхăрĕнче мала тухнă 7–8-мĕш классенче вĕренекен 51 ача хутшăнчĕ.
Конкурса хутшăнакансем «Камсем эпир, мĕнле йăхран эпир?», «Илемлен, Чăваш çĕр-шывĕ!», «Республикăшăн усă ĕç тăвасчĕ», «Чăвашсем, чăмăртанар!», «Чăваш çĕрĕ, пурăн ĕмĕр» темăсемпе калаçнă видеоматериал ярса пачĕç. Жюри видеокалаçусене пăхса тухса конкурсăн çĕнтерÿçисемпе призёрĕсене палăртрĕ.
Хирти Явшри петемешле пелу паракан теп шкулта 7- меш класра веренекен Потапова Ксения (ертуси – Никифорова Л.И.) призерсен шутенче. Маттур, Ксения!