Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи

Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи
Автор: Л.Никифорова



     Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Пирĕн тăван чĕлхене юратма, упрама, хисеплеме пĕлмелле.Тăван чĕлхе – кашни çыннăн пысăк пуянлăхĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе ака уйăхĕнче шкулсенче Чăваш чĕлхи эрни иртет. Ăна чăвашсен паллă Улăпне, И.Я.Яковлева халаллаççĕ.Хирти Явăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта та ака уйăхĕн 23 – 30 – мĕшĕсенче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Лариса Никифорова хатĕрлесе ертсе пынипе Чăваш чĕлхи эрни иртрĕ.

   Эрне кун, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Каçал тăрăхĕн Тĕп вулавăшĕнче иртнĕ „Туркай вулавĕсем” 3-мĕш Поэзи фестивалĕнче 7-9 классем хушшинче Потапова Ксения çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ. Çавăн пекех, Лариса Никифорова та вĕрентекенсем хушшинче çĕнтерÿçĕ ята илме пултарчĕ.Тунти кун, акан 26-мĕшĕнче,  эрнене уçса Лариса Никифорова вĕрентекен И.Я.Яковлев çинчен каласа пачĕ,  5-мĕш класс ачисем чăваш чĕлхи çинчен çырнă сăвăсене илемлĕ вуласа пачĕç.Ытлари кун, акан 27-мĕшĕнче, уроксем хыççăн шкул ачисем И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕпе презентаци курса паллашрĕç.Кĕçнерни кун, акан 28-мĕшĕнче, „Чи лайăх юмахçă” юмах калакансен конкурсĕ иртрĕ.Чи малтанах 1-3 „а” класра вĕренекенсем „Çарăк” юмах лартса пачĕç.Конкурса пурĕ 28 ача хутшăнчĕ.Ачасем юмах калама  питĕ тăрăшса хатĕрленни курăнчĕ.Çĕнтерÿçĕсем – Громова Айпи(1 класс), Павлова Стефания(1 класс), Константинова Карина(3 класс), Гончаров Роман(4 класс), Комиссарова Вероника(4 класс), Гордеев Борис(4класс), Прохорова Анастасия(4 класс), Прохорова Карина(5 класс), Ефимова Ксения(5 класс), Потапова Ксения(7 класс).Акан 29-мĕшĕнче „Пĕр сас паллирен пуçланакан калав” конкурс иртрĕ.Çак конкурсра Долгова Аделина(4 класс), Комиссарова Вероника(4 класс), Павлова Милана(4 класс), Гордеев Борис(4 класс), Потапов Кирилл(5 класс), Прохорова Карина(5 класс), Филимонов Даниил(6 класс), Потапова Ксения(7 класс), Долгова Полина(7 класс) питĕ маттур пулнипе палăрчĕç.Акан 30-мĕшĕнче вара эрнене пĕтĕмлетсе „Пĕтĕм чăваш диктанчĕ” çырчĕç Хирти Явăш вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем. Диктант çырма 18 вĕренекен, 3      вĕрентекен хутшăнчĕ.Чăваш чĕлхи эрни тухăçлă иртрĕ, ăна пĕтĕмлетсе çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсем парса чысларĕç.



Фотогалерея