Тăван чĕлхемĕре манар мар ĕмĕрне!

Тăван чĕлхемĕре манар мар ĕмĕрне!

Автор: Л.Никифорова

Хирти Явăшри тĕп шкулта тăван чĕлхе эрнелĕхне халалласа тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Эрнелĕх тунти  кун уçăлчĕ. „Пĕтĕм чăваш диктантне” пурĕ 19  çын - 15 ача таа 4 вĕрентекен хутшăнчĕ. Потапова Ксения (8класс), Ефимова Ксения (6 класс), Долгова Полина (8 класс) „5” паллă илме пултарчĕç, 7 ача „4” паллă илчĕç, вĕрентекенсем пурте „5” паллăлăх çырчĕç. Ытлари кун Потапова Ксенипе Комиссаров Владислав „Туркай вулавĕсем – 2022” 4-мĕш поэзи фестивальне хутшăнса çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. Юн кун илемлĕ текст çырса „Чи тирпейлĕ тата тĕрĕс çыракан” ята 1-мĕш вырăна Долгова Аделина (5 класс), Ефимова Ксения (6 класс), Потапова Ксения (8класс), Алексеева Снежана (8класс), 2-мĕш вырăна Павлова Милана (5 класс), Гордеев Борис (5 класс), Козлова Анастасия (6 класс), Прохорова Карина (6 класс), Нестеров Тимофей (6 класс), Михайлов Роман (7 класс) тивĕçрĕç. Кĕçнерни кун иртекен  „Чăвашлăх тĕнчи” ÿкерчĕксен конкурсĕнче Козлова Анастасия, Ефимова Ксения тата Фаряхова Малика 1-мĕш вырăна, Прохорова Анастасия, Комиссаров Владислав тата Копташкина Татьяна 2-мĕш вырăна тухрĕç. Эрне кун иртекен „Силпи ялĕнче” КВН  хăй тавра 5-8 -мĕш класс ачисене пуçтарчĕ. Ачасем шырав тăвĕсем çине улăхса асамлă сăмахсем тупрĕç, ыйтусем çине хуравларĕç, пуçламăшне панă  ваттисен сăмахĕсене вĕçлерĕç, сăвă йĕркисене тупрĕç, чăваш халăх юррисене юрласа вĕçлерĕç.  Тупăшура хĕрачасем те, арçын ачасем те маттур та пултаруллă пулни палăрчĕ. Эрнелĕхре пуçарулăх кăтартнă ачасене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

Фотогалерея