Паян - Пĕтĕм тĕнчери тӑван чĕлхе кунĕ.

Паян - Пĕтĕм тĕнчери тӑван чĕлхе кунĕ.
Л. Никифорова

Паян – Пĕтĕм тĕнчери тӑван чĕлхе кунĕ. Ҫак куна 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКОн Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ, чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварас тата аталантарас тĕллевпе 2000-мĕш ҫултан уявлаҫҫĕ. 

Кашни халăхăн чĕлхи хăйне евĕрлĕ. Чĕлхере халӑх кӑмӑлĕ, шухӑшĕ, туйӑмĕ, сӑнарлӑхĕ палӑрать. Тӑван чĕлхене пĕлекен ытти чĕлхесене те хисеплет. Чĕлхе çын ăс-тăнне йĕркелет, тавра курăмне аталантарать. Кашни халăх чĕлхине шута хуни тата хисеплени тĕнчере тăнăçлăха упраса хăварма пулăшать. Чĕлхесене упраса хăварас тата аталантарас тивĕçе шута илсе шкулта тăван чĕлхесен кунне халалласа „Янăра, ман тăван чĕлхем!” ятпа сăвă калакансен конкурсĕ иртрĕ.Чăваш тата тутар ачисем хăйсен тăван чĕлхипе тăван чĕлхе, атте-анне, Тăван çĕр-шыв çинчен тĕрлĕ сăвă янраттарчĕç.Конкурсра хутшăнма пурĕ 24 ача кăмăл турĕ.2-4 класри чăваш ачисем хушшинче çĕнтерÿçĕ ята Долгова Софья тивĕçрĕ.2-мĕш вырăна Громова Айпи, 3-мĕш вырăна Корнилова Софья тата Алексеева Анита çĕнсе илчĕç.Тутар ачисен хушшинче çĕнтерÿçĕ ята Закирова Эмилия тивĕçрĕ.2-мĕш вырăна Тазетдинова Ильмира тивĕçрĕ.5-8 классем хушшинче Зайцева Анастасия тата Садртдинова Чулпан çĕнтерÿçĕсем пулчĕç, 2-мĕш вырăна Константинова Каринăпа Фахрутдинова Диана, 3-мĕш вырăна Гордеев Борис тата Сейфуллов Имиль тивĕçрĕç. 

Пирĕн мăн асаттесем пин çул каяллах тăван чĕлхепе калаçнă, ăна ламран лама, йăхран йăха халалласа пынă, куç пек упраса пурăннă. Эпир те мăн асаттемĕрсен ятне ярар мар – тăван чĕлхене манар мар. Тӑван чĕлхе пуянлӑхĕшĕн, унӑн тасалӑхĕпе илемĕшĕн, пуласлӑхĕшĕн тӑрӑшар

Фотогалерея