Регионсен шайĕнчи «Хусанкай вулавĕсем – 2023» фестиваль иртрĕ

Регионсен шайĕнчи «Хусанкай вулавĕсем – 2023» фестиваль иртрĕ
Т.Васильева




Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ йĕркеленипе 2023 çулхи нарăс уйăхĕн 01-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 10-мĕшĕччен Петĕр Хусанкай поэт çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа вĕренекенсен пултарулăхĕн «Хусанкай вулавĕсем – 2023» фестивалĕ иртрĕ.

Фестивале Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенчен пĕтĕмпе 439 ача хутшăнчĕ. Вĕсем хăйсен пултарулăхне Петĕр Хусанкайăн сăввисене чăвашла, тутарла, вырăсла вуласа кăтартрĕç.

Çакна палăртмалла, ачасен сăвă ритмĕпе рифмине тытса пырас хăнăху çирĕп вăй илсе пырать. Чи килĕшекенни вăл – фестивале хутшăнакан сăвă темине, П. Хусанкай шухăш-кăмăлне ăнланни, ăшри ырлăха сăмах витĕмĕпе кăтартма ăсталăх çитерни.

Фестивале хутшăннисем Петĕр Хусанкай çырнă хайлавсене илемлĕ вуларĕç.

Константинова Карина, Хирти  Явăш шкулĕн вĕренекенĕ, призёрсен шутне кĕме пултарчĕ. Маттур, Карина! Çавăнпа пĕрлех унăн ерт\çине Кузнецова Галина Евтихиевнăна та тав сăмахĕ калатпăр.