Шкулта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2023» иртрĕ.
Л. Никифорова
Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа шкулта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2023» иртрĕ.
Диктант çырнин тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Кăçалхи диктанта çырма Юхма Мишши ҫырнă текста суйласа илнĕ. Текстра И.Я.Яковлев чăваш халăхĕшĕн улăпла пысăк ĕç тунă çын пулни çинчен каланă. Хирти Явăшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тĕп шкулти вӗренекенсемпе вӗрентекенсем те пӗтӗм чӑваш диктантне ҫырма хутшӑнчӗç