Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ.

Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ.

Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗ - Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ. Тăван чĕлхе – халăхăн пуянлăхĕ-пурлăхĕ. Чĕлхе пĕтсен – халăх пĕтет. Тăван чĕлхене упраса-сыхласа хăварасси, ăна малалла аталантарасси – кашни çыннăн тивĕçĕ.

Ҫак эрнере пирӗн Хирти Явӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта та тӗрлӗрӗн конкурссем, уҫӑ уроксем ирттерме палӑртнӑ. Вӗренекенсем тӑван чӗлхепе сӑвӑсем шӑрантараҫҫӗ, куҫа илӗртмелле илемлӗ стена хаҫачӗ ӳкерсе кӑларчӗҫ. Ачасем пӗри тепринчен маттуртарах, тӑрӑшуллӑрах.
7-мӗш класра "Тӑван чӗлхен ӑстаҫи" викторина иртрӗ. Хутшӑнакансем ыйтусем ҫине тӗрӗс те ҫивӗч хуравсем пачӗҫ. Шкулти ку эрнери уроксемпе мероприятисем "Чӑваш ен - тӑван чӗлхе" девизпа иртеҫҫӗ.