Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем «Ҫеçпĕл – пирĕн чĕрере» фестиваль ирттерчĕç

Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем «Ҫеçпĕл – пирĕн чĕрере» фестиваль ирттерчĕç



Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ май юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем «Ҫеçпĕл – пирĕн чĕрере» фестиваль ирттерчĕç.


Мероприятии аслă поэтăмăр çуралнă ялта – Çеçпĕл музейĕнче пулчĕ. Музей ертÿçи - Алина Николаевна Волкова учительсене питĕ кăмăллă та тарават кĕтсе илчĕ.  Поэтăн пурнăçĕ çинчен тĕплĕ каласа пачĕ. Çеçпĕл Мишшин сăввисене вĕрентекенсем илемлĕ вуларĕç, унăн пултарулăхне сÿтсе яврĕç. Вĕсем кăвар чĕреллĕ поэта асăнса палăк патĕнче чечексем хучĕç.

Поэтăн çĕр çинчи пурнăçĕ çав тери кĕске (23 çул çеç пурăннă!) пулсан та вăл литература каçалăкĕнче тарăн йĕр хăварнă. Вăл пирĕн асран нихçан та каймĕ.

Çеçпĕл – пирĕн чĕрере!